Çырлана ача пек пăхмалла

«Вĕсем ачасем пекех, яланах пăхмалла, тимлĕх уйăрмалла, унсăрăн ӳсмеççĕ», — тет хăйĕн çырлисем пирки Павел Никифоров фермер. Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем тутлă çимĕçе пысăк хуласене ăсатаççĕ, ял çыннине вара ĕçпе тивĕçтереççĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи Хурамакасси ялĕнчи çырла хуçисемпе манăн ĕçтеш — Анастасия Сидорова паллаштарать.

Çак вырăнта 2 гектар лаптăк çинче 3 çул каялла курăк ӳснĕ, халĕ вара хĕрлĕ, шултра, тутлă çырласем йăтăнса тăраççĕ. Çимĕçе малтан Никифоровсем килĕнчи пахчинче лартса пăхнă, юлташĕсем те çак ĕçпе ĕçленĕрен, вĕсем хавхалантарнăран, ятарласа вĕренсе лаптăка пысăклатма шутланă.

Павел Никифоров, çырла çитĕнтерекен фермер: «Çĕр çырлипе ĕçлеме йывăр. Çавăнпа эпир мăшăрпа пĕлӳ илтĕмĕр, фермер шкулне пĕтертĕмĕр. СРЕЗ 01:02-01:10 Патшалăх пире пулăшу пачĕ, грант илтĕмĕр, çавăнпа кăштах ура çине тăтăмăр. Чи йывăрри пуçлама, пуçласан уже каять».

2022-мĕш çулта 4 миллион тенкĕлĕх тĕревпе Никифоровсем ют çĕршывран илсе килнĕ çырла калчисене лартнă. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ вĕсем тухăç параççĕ. Пылаксерсене Хусантан, Мускавран, Чулхуларан килсе илеççĕ. Хальхинче, сăмахран, çимĕçе ĕçченсем Самар хулине валли хатĕрлерĕç.

Вера Орлова, çырла пуçтаракан: «Хуçасем кăмăллă, хуçасем килĕшеççĕ, çавăнпа çӳретпĕр эпир кунта, килĕшет пире кунта. Çак çырлана, мĕнле калас, хамăр ачасене çитĕнтернĕ пек: лартрăмăр, çитĕнтертĕмĕр, çырли пулчĕ, çавăнпа та хамăр ачасене пăхнă пек, çак çырласем патне килес килет, татас килет, пăхас килет, çумран çумлас килет.

Кулленех хирте 20-е яхăн çын вăй хурать. Кăмăллă çĕре ĕçлеме кӳршĕ ялтан кăнă мар, ытти тăрăхран та килеççĕ. Аслисемпе çамрăксем те ĕçе хăнăхса ӳсеççĕ. 10-мĕш класс пĕтернĕ Елена Ермакова та, сăмахран, каникула усăллă ирттерет.

Елена Ермакова, çырла пуçтаракан: «Кунта эпĕ çырла тататăп, çырла çиме юрататăп тата, çавăнпа килетĕп кунта. СРЕЗ 02:05-02:12 Пире çырлине çиме чармаççĕ, эпир çырлине çисе тăрантăмăр. Çĕвĕпе ĕçлесе укçа илеп, кайран эпĕ шкула валли хама кирлĕ япаласем илеп».

Фермер кăçалхи çырлан пĕрремĕш тухăçне пуçтарнă, халĕ иккĕмĕшне пухаççĕ. Никифоровсем малалла та аталанма палăртаççĕ. Хуçалăх ертӳçин мăшăрĕ Елена та нумаях пулмасть «Агростартап» грант çĕнсе илнĕ. Çак пулăшупа вĕсем хальхи ана çумĕнче тата тепĕр 2 гектар лаптăк çинче кĕркунне çырла калчисене лартасшăн. Ĕмĕтсем татах та пур. Туристсене илĕртме канмалли вырăн та тăвасшăн.

Павел Никифоров, çырла çитĕнтерекен фермер: «Çынсене чĕнесшĕн пуçтарма хăйсене валли , унта пӳртсем тăвасшăн канмаллăх. Пуçтарччĕр те, канайччĕр те. СРЕЗ 03:10-02:23 Пирĕн кунта темиçе тĕрлĕ сорт, пирĕн 7 сорт. Вĕсем ремантантный, çулталăкра 2-3 хут урожай параç. Пире килĕшет».

Никифоровсен кашни кун хĕрӳ иртет. Хĕл лариччен çырласем валли сивĕтмĕш тумалла, унăн никĕсне хатĕрленĕ те. Тата малалла вара çимĕçсене тирпейлекен вырăн çĕклесси те. Чăваш Енре çырла фестивалĕ çывхарса пынă май, унта та хатĕрленеççĕ. Пĕлтĕр те асăннă уявра пулнăскерсем вăл питĕ усăллă пулнине, чылай паллашу парнеленине, çул уçса панине пытармаççĕ çырла ӳстерекенсем.

Анастасия Сидорова, Бахтияр Велиев, Чăваш Ен наци телевиденийĕ.