Мĕн авалтан чăвашсем хĕл сиввисем иртсен Çăварни кунĕсене кĕтнĕ. Халăх çак уява чылай малтан хатĕрленме тытăннă. Çăварни эрнинче икерчĕ пĕçернĕ, лаша кӳлсе ял тăрăх ярăнса вăйă-кулăра савăннă. Хальхи вăхатра та хăш-пĕр йăла упранса юлнă. Шупашкар тăрăхĕнчи Çырмапуç ялĕнче хĕле ăсатрĕç, çуркуннене кĕтсе илчĕç.
— Здравствуй, весь народ честной. День сегодня не простой. Я пришла проститься с вами. С вами были мы друзьями. Время быстро пролетело, И заметить не успела, Что закончен мой черед, Вслед за мной весна идет.
Ваттисем каланипе Çăварни эрнинче хĕллепе çуркунне тĕл пулаççĕ, тавлашаççĕ, вăй виçеççĕ. Çырмапуç ялĕнче паянхи кун та çак уяв катаччи чупмасăр иртмест. Кунта пурăнакансем пуçтарăнса уяв юррисене шăрантараççĕ, ташлаççĕ, тутлă шӳрпе пĕçереççĕ. Спорт вăййисенче те ăмăртаççĕ: канат туртаççĕ, михĕпе пĕр-пĕрне çапса ӳкерессинче вăй виçеççĕ, тăвайккинчен ярăнаççĕ. Икерчĕ — хĕвел палли пулнăран ватти те, вĕтти те тутлă апатпа хăналанаççĕ. Чир-чĕртен тасалма çăварни карчăкне çунтарчĕç. Ача-пăча авалхи пекех ун урлă сикрĕ, аслисем вара тĕтĕмепе пĕрле усал-тĕсел тухса каясса шанчĕ. Вырсарни кун — каçару кунĕ пулнă май, кашни пĕр-пĕринчен каçару та ыйтрĕ.
Анастасия Моисеева, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ