Чăваш юрри-кĕвви чуна тыткăнлать

Республикăра Чӑваш юрри-кĕввин фестивалӗ пырать. Ăна 14-мӗш хут йĕркелеççĕ. Çак уяв тăван халăхăн  кӗвви-ҫеммине чунтан юратакансене пӗр лапама пухать.

Фестиваль Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш Республикин халӑх ӳнерçин  Праски Виттин «Чăвашсем – вăхăт юхăмĕнче» куравпа пуçланчĕ. Унта чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине, юрри-ташшине, халапĕсене сӑнланă. Курава Праски Виттин пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем, юлташӗсемпе ӗҫтешӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ӳнерçĕн пултаруллăхĕпе фестиваль вĕçĕчченех чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллашма май пулĕ. Чӑваш юрри-кĕввин уявĕ нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Хуркайăк çулĕ» балетпа уçăлчĕ. Эрнекун — нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче — культура учрежденийĕнче Григорий Хирпӳн «Нарспи» оперипе килленме май пулĕ.  Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче – «Аттила. Рождение легенды» балета кăтартĕç. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Чӑваш Ен юрă-кĕвĕ картти» программăпа паллаштарĕç. Унта республикăри композиторсен 30  хайлавне кĕртнĕ. Ку йышра Федор Павлов, Григорий Хирпӳ, Степан Максимов, Анисим Асламас. Вĕсем ăçта çуралнине те проектра шута илнĕ. Пуçарăва  Чăваш  Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе пурнăçланă.

Морис Яклашкин, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ: Концерт программинче чăваш халах юррисем, чăваш композиторĕсем çырнă кĕвĕсем, юрăсем пулаççĕ. Вырăçсен композиторĕ Михаил Ивнович Глинка çапла каланă. Кĕвĕсене халăх юрласа парать тенĕ. Эпир композиторсем çав кĕвĕсене йĕркене кĕртепĕр тенĕ.

Чăваш юри-кĕвви чуна тыткăнлать. Пĕри тепринчен илемлĕрех. Фестиваль нарӑсӑн 28-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленет. Çитĕнекен ăру «Пушкин карттипе» курма пултарать.

Татьяна Максимова,  Чăваш Ен наци телевиденийĕ