Чăваш Енре 2025-мĕш çулта миллион та сакăр çĕр пин йывăç лартма палăртаççĕ. Ку ĕçе пурнăçлама федераци хыснинчен 14 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Юлашки пилĕк çулта республикăра «Экологи» наци проекчĕ пулăшнипе пилĕк пин те пилĕк çĕр гектар лаптăкра вăрман ешерет. Лăсăлла тата çулçăллă йывăçсен хунавĕсене 33 миллион ытла хатĕрленĕ.
Хăрнă е каснă йывăçсем вырăнне çĕнĕрен хунавсем лартасси. «Экологи» наци проектĕнчи «Вăрмансене упрар» федераци пуçарăвĕн тĕп тĕллевĕ шăпах çакăнта пулнă. Иртнĕ çула пĕтĕмлетсен Чăваш Ен çак кăтартăва 46 процент чылайрах пурнăçланă. Çĕршыв проектне ĕçе кĕртнĕ вăхăтра республикăра вăрман лаптăкĕ 8 процент ытла ӳснĕ. 2024-мĕш çулта 1108 гектар çинче хунавсем лартнă. 2025-мĕш çулта 245 гектар лаптăкра вăрман симĕсленмелле, миллион та 126 пин хунав лартма тĕллевленĕ.
«Экологи» наци проекчĕ Чăваш Енре 2019-2024-мĕш çулсенче туллин пурнăçланчĕ. Унпа килĕшӳллĕн республикăри вăрман хуçалăхĕсене пушара хирĕç кĕрмешмелли техникăпа тата ятарлă хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. Пилĕк çулта 621 единица туяннă.
Кăçал пилотсăр вĕçекен 14 хатĕр туянма плана кĕртнĕ. Вĕсем вут-кăвар ăçтан тухнине, йӗркене хирӗҫ кайса йывăçсене каснине тупма пулăшмалла.
«Вăрман пушарĕсен шучĕ çулсерен чакать. Пĕлтĕр икĕ гектар çинче 13 хут хĕрлĕ автан алхаснă. Тĕрĕслевсен хисепĕ те ӳсет. Ку саккуна пăсакансене вăхăтра тытма пулăшать» терĕ Чăваш Республикин çут çанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов.
«Вăрмансене упрар» федераци пуçарăвĕ малашне «Экологи ырлăхĕ» наци проектне кĕрет. 2025-мĕш çултанпа вăрман техникине ГЛОНАСС системипе тивĕçтерĕç. Ку та вăрмансене сыхлама тепĕр май пулĕ.
Алексей Зотиков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ