Ятарлă çар операцийĕнче хутшăнакансене пулăшма Çĕрпӳри культура кĕрменĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ырă кăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Уяв каçне пухăннисене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем, культура ĕçченĕсем, пултаруллăх ушкăнсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
Урана ятарлă пушмак тăхăнни янăравлă сасă кăларма пулăшать. Çак ташша халăхра «степ» теççĕ. Вăл пурне те килĕшрĕ. Хăшĕ-пĕри ташласа та пăхрĕ.
Сергей Порфирьев, Çĕрпӳ тăрăхĕн ентешлĕх ертӳçи: Эп шутлатăп кун пек уявсем, уяв та мар-ха ĕнтĕ, пулать вăл поддержка тесе шутлатăп. Çав поддержки вăл кунти мирлĕ чăваш çыннисем пур те пĕрле хар тăрса, çĕнтерӳ пирĕн пулать тесе шутлап. Тайма пуç калас килет çав салтаксене кам пуçĕсене çухатрĕç. Вĕсен амăшĕсене, ашшĕсене, йăмăкĕпе-аппăшĕсене. Пурне те тайма пуç.
Уявра пурне те кăмăла каякан юрăсем янăрарĕç. Салтаксене хисеплени, вĕсемпе мухтанни юрă йĕркисенче те илтĕнчĕ. Çĕрпӳри культура кĕрменне халăх йышлăн пухăнни те çынсем пулăшу аллине тăсма хатĕррине палăртать. Кашни туяннă билет ятарлă çар операцинче хутшăнакансене тĕрев парать.
Роза Беляева, концерта хутшăнакан: Пире сыхлакан, пире упракан арçынсем ятарлă çар операцинче. Вĕсем кунне, çĕрне пĕлмесĕр, хăйсене шеллемесĕр пире упраççĕ, сыхлаççĕ. Çавăнпа та, вĕсене пулăшас тĕллевпеле, паян çак концерта ирттерес терĕмĕр. Концертра пухнă укçана вара пĕтĕмпех салтаксене валли пулăшмашкăн куçаратпăр.
Ырă кăмăллăх концертĕнче 420 пин тенкĕ пухăннă. Укçа-тенкĕне ятарлă çар операцийĕнче хутшăнакан салтаксем валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕр илме ярĕç.
Анастасия Моисеева, Олег Цыпленков, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ.