Республикӑри ял спорчĕн вӑййисем иртĕç

Нарӑс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Красноармейскипе Ҫӗрпӳ тăрăхĕсенче Республикӑри ял спорчĕн вӑййисем иртĕç. Унта пурăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе тăрăшулăхне кăтартрĕç.

Республикăра иртекен ял спорчĕн вӑййисене 400 яхăн çын хутшӑнма кăмăл тунă. Ăмăрту нарăсăн 20-мӗшӗнче Красноармейски тăрăхĕнче иртĕ, 21-мӗшӗнче – Ҫӗрпӳ тăрăхĕнче. Пĕтĕмлетӳсене вара Красноармейски округӗнче тума палăртнă. Спортсменсем хӑйсен ăсталăхне тĕрлĕ тупăшура кăтартĕç. Гимнастика, йӗлтӗрпе чупасси, шахмат, шашка, кире пуканĕ йăтасси, ĕне сăвакансенсемпе механизаторсем те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Ăмăрту палли — «Алтын». Вăл çирĕп вăй-хала, вăр-варлăха, пархатарлăха палăртать. Республикӑра иртнĕ тупăшу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пӗтӗм раҫҫейри хӗллехи ял спорчĕн вӑййисене хутшӑнма чӑваш республикин пӗрлештернӗ командине йӗркелӗҫ. Ăмăрту пуш уйăхĕн 13-17-мӗшĕсенче Барнаул хулинче иртет.

Татьяна Максимова, Чăваш Ен наци телевиденийĕ