Пӗтӗм Раҫҫейри сунарçăсен биатлонне чăвашсем пӗрремӗш хут хутшӑнчĕç. Вăл Ярославль облаҫӗнче иртрĕ. Ăмăрту Раҫҫейри 26 регионти тата Беларуҫ Республикинчи 100 ытла спортсмена пĕр лапама пуçтарчĕ.
— Итак ну что, друзья, первая пара участников ушла.
Ăмăртăва пирĕн ентешсенчен Алексей Григорьев, Владимир Тереньтев тата Дмитрий Кузьмин хутшăнчĕç. Вĕсем ачаранпах сунарçă ĕçĕпе кăсăкланнă, халĕ те çак ăсталăха туптаççĕ. Хутшӑнакансем биатлон енĕпе иртнĕ ăмăртусенче республика шайӗнче те, регионсем хушшинчи тупăшусенче те пысӑк кӑтартусем пӗрре мар кӑтартнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри Чемпионат умӗн Чӑваш Ен ушкăнĕ тӑватӑ биатлон ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ республикăра иртнӗ, тепри – Чĕмпĕр облаҫӗнче. Тӑватӑ ӑмӑртура та чӑваш сунарҫисем малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Алексей Григорьев, сунарçă: 1996 çултанпа охотара пăшалпа вот çӳретĕп, серовнованисене те хутшăнатпăр уже биотлонта эпир пĕр 12 çул наверное кăçал вот çакăнта килмелле пулчĕ, лайăх питĕ эпир савăнтăмăр, çакăнпек пире янăшăн шанса. Дистанцине эпир чупрăмăр самый пĕрремĕш эп стартовать турăм пĕрремĕш номерпа, ну лайăх мĕн чул вăй çитнĕ таран тăрăшрăм чупма, ну доволен эп хамăн результатсемпе тепĕр çул та çакăнта килес кăмăлсем пур.
Чăвашсем пĕрлештернĕ ушкăнсен йышĕнче 14-мĕш вырӑна тухрĕç. Ăмăртура сунарçăсем пĕр-пĕрин паха пĕлĕвĕпе паллашрĕç. Çитес çул та тупăшăва хутшăнассине пĕлтерчĕç. Уявра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ «Партизансен ялĕ» ҫар техникин куравӗпе та паллашма май пулчĕ.
Татьяна Максимова, Чăваш Ен наци телевиденийĕ