Муркашра пĕлӳллĕ вырсарни кун иртрĕ

«Пĕлӳллĕ вырсарни кун». Ку проект Чăваш Енре 2017-мĕш çултанпах пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн кашни уйăхрах хастар шкул ачисем тĕрлĕ лапамра ăсталăха туптаççĕ. Муркаш тăрăхĕнче регионти пуçарăва Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалланă. Округри вĕренекенсен хăйтытăмлăх ертӳçисемпе çĕнтерӳ волентерĕсем тĕл пулчĕç.

«Пĕлӳлле вырсарни кун» проект хальхинче шкулти акт залĕнче мар Муркашри Çĕнтерӳ паркĕнче пуçланчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене сума суса лартнă палăк умне вĕренекенсем чĕрĕ чĕкчексем хучĕç.

— Вĕсем çапăçнă вăйлă, йывăр пулнă, çитмен çимеллли те пулман. Но вĕсем тăрăшнă пирĕншĕн.

Тискер фашистсене парăнтарнăранпа 80 çул çитет. 1418 талăк тăсăлнă хăрушă вăрçă. Пин-пин çыннăн пурнăçне татнă, пин-пин çын кунçулне аркатнă. Тăнăç пурнăçшăн çапăçнă ентешсен ячĕсене асра тытасси кашнин тивĕçĕ.

Снежанна Спиридонова, Йӳçкасси шкулĕн вĕренекенĕ: Манăн асатте те Аслă вăрçăра хутшăннă. Эпĕ ăна асăнса кашни çул çакăн пек акцисенче хутшăнма тăрăшатăп. Манăн асатте пурнăç мирлĕ пулнишĕн тăрăшнă. Эпĕ ăна манса кайма пултараймастăп.

Манма кирлĕ те мар. Çакна шута илсех «Пĕлӳлле вырсарни кунăн» пĕр лапамĕ «Манăн истори» ятлă. Унта йăх-несĕле пĕлнине тĕпчерĕç.

Анастасия Николаева, Муркаш шкулĕн вĕренекенĕ: Пирĕн хамăр тымарсене пĕлмелле ĕнтĕ. Эпĕ вара хамăр тымарсене веçех пĕлетĕп. Мана СРЕЗ кукампа кукаç веçех каласа парса.

Чăваш ĕмĕрех тăванĕсене çичĕ сыпăк таран пĕлсе тăнă. Ку йăлана тĕпе хунă та «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» юхăмăн хастарĕсем.

Анастасия Антонова, Москакасси шкулĕн вĕренекенĕ: Эпĕ хамăн асаттене курман. СРЕЗ Вăл юратнă лашасене. Асанне ăна пулăшнă пăхмашкăн, усрамашкăн. Вĕсем пĕрле çӳренĕ.

Ăрусен çыхăнăвĕ, пирĕн çĕнтерӳсем, çĕнтерӳ медиа. Пĕлӳллĕ вырсарни кунта тăватă лапам ĕçлерĕ.

Дарья Бычкова, Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕ: Кунта пирĕнпе «Навигаторы детства» советникĕсем ĕçлеççĕ. Кашни образовательное воскресеньенче эпĕ çĕнĕ юлташсене тупатăп. Вăхăта эпир интереспе ирттеретпĕр.

Саида Колдашова, Калайкасси шкул директорĕн советникĕ: Кашни уйахра пирĕн пĕлӳ вырсарни кунĕ иртет. Çав кун пирĕн пата хăнасем килеççĕ. Паян вара пирĕн патра хăнара çĕнтерӳ волонтерĕсем. Ачасем тĕрлĕ площадкăсенче ĕçлеççĕ. Тата çĕнĕ пĕлӳсем илеççĕ.

Пĕлӳллĕ вырсарни кунта вĕренекенсем кăна мар канашçăсем те ăс пухрĕç. Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси шăпах вĕсенчен килет.

Оксана Дмитриева, Нискасси шкул директорĕн советникĕ: Эпĕр вĕсене тăван çĕршыва юратма вĕрентсессĕн вĕсем чăваш чĕлхине манса каймаççĕ. Вĕсем ăна юратма пуçлаççĕ. Ачасенчен эпир паян ыйтрăмăр эсир мĕнле челхепе шушăшлатăр тесе. Мана вĕсем каларĕç чăвашла шухăшлатпăр тесе. Апла пулсан ачасем пирĕн тăван çĕршыва манса каймаççĕ. Ăна малалла çĕклеççĕ.

Икĕ чĕлхе, икĕ ăс теççĕ халăхра. Малашне ку тĕл пулусенче чăваш чĕлхине аталантарассине те тимлĕх уйăрма палăртаççĕ.

Алексей Зотиков, Олег Цыпленков, Чăваш Ен наци телвиденийĕ.