Кӳкеçсем Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкне уçрĕç

2025-мĕш çул Раççейре Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин, Чăваш Енре Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕ пулнă май чылай сумлă ĕç тума палăртнă. Шупашкар округĕнчи Кӳкеç поселокĕнче те çак уява савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.

Кăçалхи çул пирӗн ҫӗршывшӑн тата унӑн Паттӑрӗсемшӗн мӑнаҫланмалли ҫул. Мӑн асаттесемпе асаттесем, кукаçисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче эшкерсене тĕп тунă. Вӗсен хӑюллӑхӗ, тӳсӗмлӗхӗ тата çĕршывăмăра юратни кашни çыншăн тӗслӗх.

Анатолий Сергеев, Афганистана хутшăннă салтаксен Шупашкар тăрăхĕнчи председателе: Яланах ачасем умĕнче уроксем ирттеретпĕр, патриотика ĕçĕсемпе енте ĕçлеппĕр. Салтакран килни уже 36 çул хушши ĕнте пока пуçа усса ларман, алă усса ларман çамрăксене çитĕнтерсе, ну малалла та ура утнă чух ĕнте çав ĕçпе ĕçлеспать ĕнте уж. 

Тăнăç пурнăçшăн пуçне хунă  салтаксем ĕмĕрлĕхех асра. Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсем яланах хисепре. Халĕ те ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра урăхла пулма пултараймасть. Фронтпа тыл пĕр чăмăр пулсан кăна çĕнтерӳ пирĕн пулать. Çакна палăртрĕç те уява пухăннисем.

Владимир Михайлов, Шупашкар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ: Çак çулталăклăха эпир питĕ нумай мероприятисем палăртнă. Ку ĕнте пирĕн мемориальный объектсене тирпей кӳресси, юсасси. Çавăнпекех масарсенче пирĕн паттăрсен пытарнă вырăнсене тоже тирпей кӳресси 00:55 срез 01:06 паянхи кун ятарлă çар операцине мĕн кирлине пуçтарса кайса паракансене, хамăр серебряный волонтерсене, кашни культура учрежденисенчех ялти хастарсем тухса ĕçлеçĕ, пуçтараççĕ, сетьсем çыхаççĕ, кашни уйăхрах парса яраççĕ. 

Тӑван ҫӗршыва юратни тата геройсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен хывнӑ юрӑсемпе, ташăсем мӑнаҫлӑхпа хавхалану туйăмне çуратрĕç. Куракансене «салтак ăсатни» сценкăпа паллаштарчĕç.

Татьяна Максимова, Олег Цыпленков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ