Аукцион çитес çул та Чăваш Енрех иртмелле

Ăратлă выльăхсен çĕршыври аукционне çитес çул та Чăваш Енрех ирттермелле. Çапла палăртрĕ ертӳлех «Чебомилк» пĕрлешӳре сĕт-тавар ферминче утă уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче иртнĕ пысăк уяв хыççăн. Кунта ăратлă выльăхсен аталанăвĕ пирки калаçрĕç, 10 ытла регионтан килнĕ специалистсем Чăваш Ен опычĕпе паллашрĕç.

«Чебомилк» пĕрлешӳре иртенпех шав тăрать. Хуçалăхра ăратлă выльăхсен Раççейри пĕрремĕш аукционĕ иртрĕ. Экспертсем 10 регионтан çитнĕ.

ОЛЕСЯ СМИРНОВА, Калининград облаçĕнчи «Залесье АПК» пĕрлешӳ эксперчĕ: «Эпĕ питĕ хавас килте пулма. Кунта çуралса ӳснĕ Урмар районĕнчен кунта килме пите пысăк телей. Аукцион курма эп тăрăшнă чун-чĕререн. Сергей Алексеевич Чебомилк пĕлетĕп, пĕрле ĕçлетпĕр. Тăрăшатпăр племенной животноводство малалла аталантарма тăрăшатпăр».

Пушмак пăру, вăкăр, тына, эмбрион, пушмак пăрусен партийĕ — пурĕ 31 лот. 400 пуçа майлă мăйракаллă шултра выльăх. Ластик, Йокан, Альма, Ника, Гордая, Лоринг, Борец — кашни позицин катартăвне, йăхне палăртса хатĕрленĕ. 800 ытла онлайн тата офлайн куракан пулни те уяв çӳллĕ шайра иртнине кăтартать.

ОЛЕСЯ СМИРНОВА, Калининград облаçĕнчи «Залесье АПК» пĕрлешӳ эксперчĕ: «Тĕрĕссипе каласан никам та аукцион йĕркеллех пирĕн çĕршывра ирттерсе курман. Паянхи кун тăрăшса пăхатпăр мĕнле пулса иртет-ши. Питĕ тăвас килет ĕнесемпе Раççейре кашни кун. Çавăнпа шутлатăп, паянхи кун йĕркелле иртсе каять. Пурне те кăтартма пултаратпăр илемлĕ аталаннă лайăх ĕнесене. Вара малалла ытти регионсемпе çакăн пек аукцион ирттерес шухăш пур».

Çывăх вăхăтра Чăваш Енре проект офисне хатĕрлеме палăртаççĕ. Вăл вара пур выльăха та шута илессипе тимлĕ, регионтине çеç мар, çав шутра унăн тулашĕнчине те. Аукцион шăпах ун патне пыракан пĕрремĕш утăм. Сăмах май, ăна çитес çул та республикăрах йĕркелеме палăртрĕç.

Алина Сусметова, Татьяна Молокова, Николай Марков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ