Унăн сăввисене тĕнчипех пĕлеççĕ. Поэтăн 59 кĕнекине тĕрлĕ ют чĕлхене куçарнă. Сăмах, Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи пирки пырать. Вăл вилнĕренпе кăçал 19 çул çитрĕ. Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕньял шкулĕнче ентеше халалласа 18-мĕш хут Айхи вулавĕсĕм йĕркелерĕç.
— Ак,туссем,пĕрле ларатпăр! Кĕр кĕрлетпĕр пĕр йышра. Миттапа пĕрле туятпăр пĕр килти пек хамăра.Çĕнчĕ йăлт Ваçлей пиччемĕр, иртнĕ манăçми хĕн-хур. Акă ĕнтĕ,тăвансемĕр, унăн премийĕ те пур!
Пысăк хавхалану самантĕнче шăрçаланнă аслă поэтăмăрăн çак сăвă йĕркисем. Вĕсене сăвăç Олег Михайлович Цыпленкова халалласа çырнă. 1987-мĕш çулта Геннадий Николаевич Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Уншăн çак чыс сăвă çырас ăсталăха çӳллĕ шайра хакланине çирĕплетнĕ.
Мария Мазюкова, Геннадий Айхи ячĕллĕ Çĕньял шкулĕн вĕрентекенĕ: Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Г.Н. Айхи пиртен уйрăлса кайрĕ. Икĕ пин те çиччĕмĕш çултанпа эпир районта сăвă вулакансен конкурсне йĕркелеме шутларамăр. Унтанпа ĕнте 18-мĕш хут эпир паянхи кун çак шкула пуçтарăнтăмăр.
Юратнă поэтăн пултаруллăхне халалласа асăну кунĕсем ирттереççĕ. Кăçал та Патĕрьел тăрăхĕнчи Çĕньял шкулĕнче «Айхи вулавĕсем» поэзи ăмăртăвĕ йĕркелерĕç. Конкурса республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи шкул ачисем хутшăнчĕç. Сăвă вулас ăсталахра 50 ытла вĕренекен тупăшрĕç.
— Мĕскер-ши,мĕншĕн эсĕ сас-хурасăр? Эп килтĕм,пӳртĕм,эпĕ сан умра.Ларан кăвак куçусене уçмасăр. Е вĕсене шур илчĕ-и вара?! Тăхта-ха! Эсĕ куççульленнĕ мар-и?Ай,пӳртĕм,пӳрт, юрамасть капла! Кам кӳрентерчĕ,кам сума сумарĕ? Иртен-çӳрен-и пăхрĕ урлăрах?!
«Айхи вулавĕсенче» çулсерен тĕрлĕ номинаци. Хальхинче — «Айхи сăввисем чăвашла,вырăсла тата акăлчанла» тата — «Чăваш писателĕсемпе поэчĕсем вăрçă темипе çырна сăвăсем» номинацисем çирĕплетрĕç.
Ăмăртăва хутшăнакансем пурте тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тӳресене,куракансене пысăк шайри пултаруллăхĕпе савăнтарма пултарчĕç вĕсем.
Людмила Ершова, ăмăртăва хутшăнакан: Я должен дойти губами до ее беспредельных глаз. И удивлюсь я тогда чуть пульсирующим жилам на подплатье ее. И пойму, что это от их прозрачности, безтелесности.
Геннадий Айхи тĕнчипе паллă сăвăç . Унăн сăввисене 50 ытла чĕлхене куçарнă. Конкурса хутшăнакансем унăн сăввисене акăлчанла вулакансем те пулчĕç.
Уйрăм вырăн вăрçă темипе çыхăннă сăвăсем. Аслă Çĕнтерӳ 80 çул çитнĕ май ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хайлавсем çитĕнекен ăрăва тăван çĕршыва юратма, тăнăç пурнăçа хаклама вĕрентеççĕ.
— Халь ывăлăм выртать чĕнмесĕр. Пĕр ик сăмах кăна мана кала! Эп ун çине пахатап ĕненмесĕр. Çук-çук,вилмен вал. Çыварать çапла.Часах куçне яп-яриех вăл уçĕ.Аннем, эп сывă тейĕ йăл кулса. Шап-шурă çӳçле ун аманнă пуçĕ Вăрçа пула шуралнă.
Ăмăртăва пĕтĕмлетсе чи пултаруллисене палăртрĕç. Вĕсене тӳресем дипломсемпе чысларĕç.
Ольга Савинова, Олег Цыпленков, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ