Чăваш наци музейĕнче «Вĕсен ячĕсем историре юлчĕç» ятпа регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Константин Неверов генерал-лейтенант ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине тата 2025-мĕш çул Раççейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкĕ пулнине халалланă.
Конференцие ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, педагогсем, литераторсем, ветерансем, кадетсем тата кӳршĕ регионтан килнĕ хăнасем хутшӑнчĕç.
Константин Неверов — чӑваш купсин йӑхӗнчен тухнӑ генерал-лейтенант, пирӗн ентеш. Паттăр Пĕрремĕш тĕнче, Граждан, Тӑван ҫӗршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. Командир пулнă, штаб ертӳçинче тăрăшнă. Конференци вӑхӑтӗнче Константин Павловичăн Челепирти мӑнукӗ Наталия Викторовна телефонпа ҫыхӑнса калаҫрĕ, тăванне хисепленĕшĕн, ырăпа асаннăшăн тав турĕ.
Валентин Григорьев, Константин Неверовăн тăванĕ: Нумайăшне сĕнес килет, чăнах та хăвăн ăру пирки интересленĕр, тăвансем, вĕсем хушшинче чăнах та чаплă çынсем те нумай. Çынни чаплинчен килмеç вăл, çынни лайăх пултăр. Çавăнпа та вĕсем хушшинче паян çак Константин Павлович ман тăван пурри, мана вăл питĕ кăмăллă.
Совет Союзӗн Геройӗ Александр Кочетов ячӗллӗ Чăваш Енри кадет корпусĕнче вĕренекенсем паттӑра халалласа сăвăсем каларĕç. Пĕр минут шăп тăрса асӑнчĕç. Унăн паттăрла ĕçĕсем çитĕнекен ăрушăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртрĕç.
Татьяна Максимова, Олег Цыпленков Чăваш Ен наци телевиденийĕ