Чире вăхăтра тупса палăртаççĕ

Муниципалитетсене тухса çӳреççĕ, хĕрарăмсен сывлăхне тимлеççĕ, кăкăрăн шыçă чирне тупса палăртаççĕ. Республикăри онкодиспансерта тăрăшакансем куçса çӳреме пултаракан хатĕре пула  пĕлтĕр 7 пин ытла хĕрарăма сыватмăша çитмесĕрех тĕрĕсленĕ.

Паянхи куна кăкăрăн шыççипе аптăракансем, шел пулин те, чылай. Чăваш Енре кашни çулах 500 ытла хĕрарăма çак амак çыпçăнать. Вăхăтра тĕрĕслев урлă тухни вара чир шала кайиччен унран хăтăлма май парать. Çавăнпа та хамăр сывлăха яланах тимлĕхре тытмалла, палăртаççĕ шур халатлисем.  Çĕнĕ йышши куçса çӳрекен хатĕр, урăхла каласан «маммограф» кăкăра  кĕске вăхăтра тата тарăн тĕрĕслеме май парать. Ку çăмăллăхпа 40 çултан аслăрах мĕнпур хĕрарăм усă кураять. Ун урлă çулталăкне 2 хут тухма юрать. Хăвăр пурăнакан вырăнти сыватмăшра ĕçлекенсем урлă çырăнма май пур. Палăртмалла, 2024-мĕш çулта республикăри онокодиспансерти тухтăрсем 221 хут çула тухнă. 11 муниципаллă округри 7198 хĕрарăм сывлăхне тĕрĕсленĕ. 26-шĕн чир пулма пултарни çинчен асăрхаттарнă, маллалла сыватмăша тĕплĕнрех тĕрĕсленме янă. Халĕ, кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕччен, асăннă хатĕр Куславкка тăрăхĕнче ĕçлет. Малалла ăçта пулассине тата пĕтĕмĕшле графикпе онкодиспансерта  паллашма пулать.

Анастасия  Сидорова, Чăваш Ен наци телевиденийĕ