Пулăшăва кĕл туса ăсатаççĕ

Ятарлă çар операцине хĕлĕн-çĕвĕн пулăшу ăсатаççĕ. Хутлĕх хатĕрĕсем, эмелсем, тăхăнмаллисем — кирек хăш вăхăтра та кирлĕ япаласем. Хальхинче те ыр çынсем пухнă пурлăх ентешсем патне çитĕ.

Кунта пухăннă паттăрсем пурте ятарлă çар операцине хутшăнакансем. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн пурнăçĕ, историйĕ, шăпи. Пĕрисем çамрăклах çĕршыва хӳтĕлекен пулнă, теприсем хăйсен ирĕкĕпе тăшмана хирĕç çапăçма кайнă. Халĕ вĕсем тăван килте пулсан та юлташĕсемпе çыхăнăва татмаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ. Донбассри доброволецсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, Шупашкарти трактор завочĕн хастарĕсем, хула администрацийĕ, шыва кĕртекен Иоанн пророк çуралнă ятпа хисепленекен чиркĕве çӳрекенсем те черетлĕ гуманитари пулăшăвне хатĕрленĕ. Ырă кăмăллăскерсем пĕлтернĕ тăрăх, ентешсене машинăсен саппас пайĕсем çитмеççĕ, çавăнпа вĕсене те туяннă. Тимĕр ут ураписем, курăнмалла мар тăвакан хатĕрсем те пĕрлех.

Петр Федоров, протоиерей: «Пирĕн прихожансем укçа пуçтарчĕç. Çав укçипе бинтсем кайса илтĕмĕр, юн чаракан салфеткăсем, носкисем. Мĕншĕн тесен çак япаласем унта питĕ кирлĕ пулĕ тесе шухăшлатпăр. Анчах та çав вăхăтрах вĕсем кирлĕ пулмасан тата лайăхрах пулатчĕ. Вăрçă чарăнсан, эпир çĕнтерсен. Эпир тăрăшса турра кĕл тăватпăр вĕсемшĕн, кашни кĕлĕре кĕлĕ вулатпăр».

Донбассри доброволецсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи, ятарлă çар оперцине хутшăннă «Физрук» хушма ятпа çӳрекенскер тăван çĕрĕн пулăшăвĕ яланах вăй парса тăнине палăртать.

Ку асăннă ушкăнсем пухнă пĕрремĕш пулăшу мар. Вĕсем пирĕн паттăрсемпе яланах çыхăнура. Мĕн ыйтнине, май пур таран, пуçтарса парса ярса тăраççĕ.

Анастасия Сидорова, Степан Гурьянов, Чăваш Ен наци телевиденийĕ.