Тимĕр утсемпе пĕрле

«Мĕнпур техникăпа çӳреме пĕлни, вĕсене ăнланни çапăçу хирĕнче те пулăшать», — тет Сухарь хушма ятпа çӳрекен салтак. Ятарлă çар операцине кайма вăл пĕлтĕр хăй ирĕкĕпе контракт çырнă. Халĕ тăван çĕрте сывлăхне çирĕплетет, вăй пухать.

Сухарь хушма ята салтакăн мăшăрĕ шутласа тупнă. Пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрура хăйĕн туйăмĕсене ытлашши кăтартма юратмасть иккен вăл. Çакă паттăра йывăрлăхсенче те пулăшать: кирек мĕн пулсан та вăл хăраса тăмасть, пăшăрханса каймасть, лăпкăн ĕçе пурнăçлать. Хавхалантараканĕсем вара — юратнă мăшăрĕпе пĕчĕк хĕрĕ. Вăл иккĕ те тултарман-ха, ашшĕ çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине те, тен, ăнкармасть. Çапах та ӳссе çитсен хĕр пĕрчи унпа мухтанĕ, ыттисене каласа парĕ. Çавăн пекех кĕлĕ тата ачасен çырăвĕсем хăват панине салтак пытармасть.

Сухарь ятарлă çар операцине кайиччен çынсене машинăпа тата мотоциклпа çӳреме вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Мĕнпур машинăпа çӳреме пултарни каччăна çапăçу хирĕнче те пулăшать. Салтак медицина ушкăнĕнче тăрăшать, аманнисене хĕрӳ вырăнсенчен илсе тухать. Пĕррехинче йывăрлăха лекнисене пулăшу пама кайсан сирпĕнекен хатĕрĕн пайĕ Сухарĕн алли витĕр тухса каять. Çапах та каччă аллине кĕлетки çумне çыхса хурать те, ĕçе малалла тăсать. Халĕ вăл тăван çĕрте суранне сиплет. Юратнă çемйипе пĕрле канать. Çавăн пекех хăйĕн тусĕпе — хура тĕслĕ урхамахĕпе ярăнма кăмăллать. Ятарлă çар операцийĕ вĕçленсен вăл малтанхи ĕçне таврăнасшăн, мăшăрĕпе пĕрле маттур хĕр пĕрчипе савăнса пурăнасшăн. Сухарĕн 3 аслашшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă: иккĕшĕ унтах пуçĕсене хунă, пĕри чĕрĕ таврăнса хăйĕн ĕмĕрне килĕнче пурăнса ирттернĕ. Паттăр салтак несĕлĕсене астуса, вĕсен ĕçне малалла тăсать.

Анастасия Сидорова, Надежда Морозова, Николай Скворцов, Чăваш Ен наци телевиденийĕ.