Шывра путакансен шучĕ ӳснĕ

«Путакан улăм пĕрчинчен те пулин тытăнса юлма хăтланать», — теççĕ халăхра. Анчах та кăлăхах. Пулăшакан çывăхра пулмасан çăлăнса юласси иккĕленӳллĕ. Шыв çинчи хăрушсăрлăх пирки асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те, путакансен шучĕ ӳссех пырать. Çивĕч ыйтăва Чăваш Енри Правительство çуртĕнче тунти кунсерен иртекен ларура сӳтсе яврĕç.

2024-мĕш çулхи çĕртме тата утă уйăхĕсенче 30-34 градус ăшă тăнăран шыв çинчи инкексен шучĕ хăвăрт ӳссе кайрĕ. Кӳлĕре, юханшывра путса вилекенсем те сахал мар. Чăваш Енри гражданла хӳтĕлев тата синкерлĕ лару-тăру ыйтавěсемпе ěçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов палăртнă тăрăх, утă уйăхĕн 15-мĕш тĕлне республикăра 23 çын шывра путса вилнĕ, вĕсенчен 3-шĕ — ачасем. Айăпĕ камра? Шыва кĕмелли вырăна хăтлăлатманни, саккуна пăсни, пĕчĕкскерсене кӳлĕ хĕррине пĕччен яни, шăпах, инкек патне илсе çитернĕ те. Шывра путса вилекенсен шучĕ ытларах Шупашкарта. Пурĕ кунта — 7. Çĕмĕрле хулинче, Улатăр, Красноармейски, Çĕрпӳ, Етĕрне тăрăхĕсенче икшер çын шывра пурнăçран уйрăлнă. Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Шупашкар, Шăмăршă округĕсенче — пĕршер. Вилнĕ 20 мăн çынран 16-шĕ ӳсĕртекен шĕвек ĕçнĕ пулнă. Кунсăр пуçне пулă тытнă чух йĕркесене пăхăнманни те инкек кăтартнă. Çапла 2 çын шывра путнă. Кӳлĕ, юханшыв хĕррисене те хăтлăлатаççĕ, шыва кĕмелли майсем туса параççĕ, анчах çынсем пур-пĕрех юраман вырăна васкаççĕ. Инкек куçа курăнса килмест. «Шыва кĕме юрамасть» текен асăрхаттаракан паллăсене те ахальтен лартмаççĕ. Тĕслĕхрен, Атăлта хăрушă вырăнсем пур. Юханшыв хĕрринчен 3 метр кайсанах çĕр 6 метр анса кайнă. Çавна пулах унта шыва кĕме чараççĕ. Республикăри влаç тытăмĕнче тăрăшакансем çивĕч ыйтăва тимлĕхре тытсах тăраççĕ. Ăна татса пама çĕнĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Шыва кĕмелли тапхăрта хăтлăлатнă пляжсенче çăлавçăсем çынсене тимлеççĕ. Инкек-синкек сиксе тухас пулсан медицина пункчĕсем те кунтах. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин хастарĕсем вара йĕркене сăнаса тăраççĕ. Çапах кунта кашнинех ăнланмалла: çăлакансем пур çынна та сыхласа ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа та пурнăç хамăр алăра пулнине асра тытмалла. Çавăн пекех влаç тытăмĕнче тăрăшакансем шыва кĕме юраман вырăнта чăмпăлтатакансене курсан вĕсене тӳрех асăрхаттарма ыйтаççĕ. 16 çула çитмен ачасен вара юханшыв хĕррине аслисемпе çеç каймаллине палăртаççĕ.

Татьяна Матросова, Павел Иритков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ.