«Паттăрăн ашшĕ» курав уçăлчĕ

«Паттăрăн ашшĕ». Çак ятпа Шупашкарти халăх тĕревен штабĕнче курав уçăлчĕ. Ăна  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Ĕç-пуçа  Аслă Çĕнтерӳ 80 çул çитнине тата Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалланă.

Çак выставка, эп каласшĕн,питĕ кирлĕ япала. Вăл çамрăксене мĕнле каламалла, патриотический воспитани тесе каласан юрать»

Николай Петров Раççей Геройĕн ашшĕ курава çапла хакларĕ. Çĕршыв паттăрне ӳстернĕ арçын ывăлсене мĕнле воспитани памаллине такамран аван пĕлет.

Алексей Петров, Николай Петров Раççей Геройĕн ашшĕ: Çак выставка çулталăк иртсен,что пирĕн Чăваш Республикине те килнешĕн тата вдвойне икĕ хут хаклăрах темелле-и ĕнтĕ. Мăнаçлантарать!

Куравра 41 сăн ӳкерчĕкпе паллашма пулать. Кашни ĕçре ашшĕпе ывăлĕ сăнланнă. Раççейри 38 регионти паттăрпа çывăх çынни вĕсенче. Курава уçма  Раççей Геройĕн ашшĕсем хутшăнчĕç: Алексей Петров, Владимир Семенов тата Иван Старчков. Виççĕшĕн те ывăлĕсем Тăван çĕршыва хӳтĕлесе паттăрла куçĕсене хупнă. .

Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ: Чăнах та ĕнтĕ пирĕн республикăра эпир питĕ кирле выставка уçрăмăр. Çак выставкара пĕтĕм Раççей регионĕсенчен геройсем представит тунă.Пĕршер герой ĕнтĕ кашни регионтан. Пирĕн Чăваш Республикинчен виççĕн. Виçĕ герой. Шел пулин те вĕсем ĕнтĕ ашшĕсен ачисем çак специальный военный операцире пуçне хунă.Пирĕншĕн ĕнтĕ пысăк çухату Ну эпир вĕсене асăнса пурăнмалла. Яланах асра тытмалла.Çамрăксене вĕсен çинчен каласа памалла.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен паттăрлăхне асра тытасси, ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене тăшмана аркатма тĕрев парасси, çитĕнекен ăрăва паттăрсемпе паллаштарасси. Куравăн тĕп тĕллевĕ шăпах  çакăнта. Ăна интернет уçлăхĕнче те тинкерме пулĕ. Сăн ӳкерчĕксене Патшалăх Канашĕн сайтĕнче тата социаллă тетелсенче те вырнаçтарĕç. Хӳтĕлевçĕсем  Раççей Геройĕ ята илсен курав çĕнĕ  сăнсемпе пуянланĕ.

Ольга Савинова, Виктор Степанов, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ