«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ

Хĕрлĕ Чутайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта республика шайĕнчи  «Аваллăхсăр малашлăх çук»  фестиваль иртрĕ. Унта хутшăнакансем  сакăр уйрăмра ăмăртрĕç. Хăнасемпе тӳресем чăваш апат-çимĕçне тутанса пăхрĕç. Ĕлĕкхи чăваш мунчипе  паллашрĕç. Илемлĕ  юрă-ташă курса киленчĕç.

Чăваш йăли-йĕркисене халăхра упраса хăварса ӳсекен  ăрăва вĕсемпе паллаштарасси — пирĕн тивĕç. Çак шухăша çирĕплетсе йĕркеленчĕ те фестиваль виççĕмĕш хут.

Игорь Живоев, Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округ администрацийĕн пай пуçлăхĕ: Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ çинче питĕ пысăк уяв. Уяв республика шайĕннипе танлаштарсан виççĕмĕш çул пырать пирĕн патра. Мĕн каласшăн ĕнтĕ — питĕ пархатарлă ĕç туса пыратпăр эпир паянхи кун. Вăл ĕлĕкхи йăла-йĕркесене манса каяс мар пирки. Ну унччен те тата пархатарлă ĕç пирĕн-пĕлĕве,çак пĕлнĕ йăласене хамăр пурнăçра йĕркелесе,пурнăçласа пырасси.

Фестивальте ирттернĕ ăмăртусенчен пĕри — чăваш халăх юрри-кĕввипе  паллаштарасси. Вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем куракансене  пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Уявра тăхăнмалли капăр тум-тире те, кашни кун тăхăнмалли çи-пуçа та чăвашсем авалтанах тĕрлĕ эрешсемпе илемлетесе хатĕрленĕ. «Чăваш тумĕ» куравра çак пуянлăхпа çывăхрах паллашма пултарчĕç фестиваль курма килнисем.

— Кĕпесем çинче тĕрĕсем шултраланса пынă. Кĕпе вĕçĕнчи чĕнтерсем лавкара туяннисем пулнă. Хĕрсем тутăрсем çыхма пуçланă. Ĕлĕкхи чăваш сурпанĕ ансăр та вăрăм пулнă. Тĕррисем вĕтĕ пулнă. Каярахпа сурпанăн форми Хĕрлĕ Чутай районĕнче улшăнчĕ. Вăл çаврака формăллă. Ăна брошкапа саппунран тыттарнă. Масмака хĕрарам пуç çине сырнă. Ăна сурпан çумне тыттарнă.

Асаннесем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе паллашнисĕр пуçне фестивальте «Сыр тăвас вăрттăнлăх» ăсталăх класĕ те кăсăклă иртрĕ. Хĕрлĕ Чутайсем апат-çимĕç пĕçерес вăрттăнлăха та уçса пачĕç.

Чăваш халăхĕ ĕçчен кăна мар тирпейлĕ те. Вĕри мунча хутса ӳт-пĕве  милĕкпе çапса кантарасси — авалтан пыракан йăла.

Çиррĕммĕш ĕмĕрте вара пирĕн патра çакăн пек хура мунчасем тума пуçланă. Шывне вара çакан пек картла кĕвентепе пухнă. Мунчине хуран вуттипе тата юман вуттипе хутнă. Юман вутти вăл питĕ шăрăх туна мунчана. Хурăн вутти вара вăл стенасене, мĕнле калас,тасатнă. Мĕншĕн тесен хурăн çуннă чухне тикĕт кăларнă вăл. Çавăнпала питĕ усăллă пулнă вăл».

Милĕк сиплĕхне тата усăллăхне упраса хăварас тесен ăна хăçан хатĕрлемелле?  Çакна та каласа кăтартрĕç фестивале  хутшăнакансем.

Мелкепе çапăнасси — пирĕн чăвашсен авалтан упранса пыракан йăла. Мелкесене чăвашсем çимĕк кунĕнче хатĕрлеме тăрăшнă. Мĕншĕн тесен çав кун хатĕрлене курăк-таврашĕ питĕ сиплĕ тесе шутланă. «Çапăннă чухне чăвашсем çакăн пек сăмахсем каланă» Йӳççи-тула,ăшши- шала. Пыл пек тутлă пулмалла,çу пек çемçе пулмалла тенĕ.

Чăвашсен авалхи йăлисем çинчен каласа панисĕр пуçне фестиваль шайĕнче

«Çыру çырсамăр салтаксем патне» конкурс та иртрĕ. Раççейре Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин,Чăваш Енре Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕ пулнă май вăл пушшех те вырăнлă пулчĕ.

— Раççейре тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен çулĕ,Чăваш енре çĕнтерӳпе паттăрлах çулĕ. Ку пӳлĕмре эпир тĕрлĕ куравсем хатĕрлерĕмĕр. Пĕрремĕш курав вăл  Хусан оборона линийĕнче ĕçлене пирĕн асаттепе асаннесен сан ÿкерчĕкĕсем. Вĕсемпе паллашма пултаратăр.

Шкул ачисене, çамрăксене чăваш йăли-йĕркипе, асаттепе-асаннесен  паттăрлăхĕпе паллаштарни, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене çырусем çырса хавхалантарма май пани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Фестивале йĕркелекенсем çитес çул та тĕл пулма калаçса татăлчĕç. Палăртнă тĕллевсене малалла аталантарма сăмах пачĕç.

 Ольга Савинова, Олег Цыпленков,  Чăваш Ен Наци телевиденийĕ