Видеоматериалы

Камчатка пуллине Шупашкарта сутаççĕ

Хĕллехи çанталăкра шăнса чирлес мар тесен организма çирĕплетсех тăмалла. Ку енĕпе Камчатка пуллипе вăлчи те пулăшма пултараççĕ. Тĕрлĕ витаминпа, микроэлементпа паха çимĕçе Шупашкарта та туянма пулать.

Камчатка пуллипе вăлчин тутине, уссине, унăн пахалăхне Чăваш Енре пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Çавăнпа та çур утрав  пуянлăхне илсе килни çинчен пĕлтерекен хыпара илтсенех вĕсем суту-илÿпе  курав центрне черет тăма васкаççĕ. Хальхинче та  çаплах.    

Чавыча, белорыбица, палтус тата ытти те. Пулă тутлă пулассинче никам та иккĕленмест. Пĕрре туяннисем кунта тăтăшах килеççĕ. Сентресем çинче 35 тĕрлĕ çимĕç-çке, çавăнпа та кашниех хăйне килĕшекеннине тупма пултарать. Ырă кăмăллă сутуçăсем вара канаш-сĕнӳпе яланах пулăшма хатĕр.

Камчатка пуянлăхĕ тутлă та усăллă пулнинче унăн пахалăхне упраса хăварас енĕпе тăрăшакансен тӳпи пысăк.

Тĕтĕмленĕ чухне пулла çирĕк, чие, улмуççи турачĕсене çунтарса хатĕрлеççĕ. Вĕсен тĕтĕмĕ пылак шутланать.

Çур утравран илсе килекен çимĕç Омега-3 тата Омега-6 витаминсемпе пуян. Вĕсем шăм-шака çирĕплетеççĕ,  иммунитета ӳстереççĕ,  пуçа хăвăртрах ĕçлеттереççĕ тата тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пулăшаççĕ.

Тутлă пулă, вăлча туянас кăмăллисене  Шупашкарти суту-илӳпе курав центрĕнче нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕччен кĕтеççĕ.