Видеоматериалы

Унăн ячĕ вилĕмсĕр…

Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси, çыравçă, драматург тата куçаруçă – Татьяна Бурашникова çурланăранпа кăçал 120 çул çитрĕ. Тани Юн хушма ятпа палăрнă ентеш халăх культуринче тарăн йĕр хăварнă. Вăл чăваш ятне чикĕ леш енне те илсе çитернĕ. Ахальтен мар Тани Юн ӳкереннĕ фильмсене Европăпа Америкăра пурнăкансем те савăнсах йышăннă. Паллă актрисăн çавра çулне халалласа Шупашкарта тата Етĕрне тăрăхĕнчи Чурпай ялĕнче асăну хăмисем уçрĕç.

Тани Юн чăваш халăхĕшĕн çутă çăлтăр евĕрех. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ ĕмĕрлĕх асра юлаканнисен йышĕнче. Çирĕп чунлă, хăюллă патвар пике малтанласа физкультура инструкторне вĕреннĕ. Кунашакал ĕç чунне çывăх пулманран вăл хăйĕн шăпине театрпа çыхăнтарма шухăшланă. Тани Юн, мăшăрĕпе – Иоаким Максимов-Кошкинскипе кино тытăмне аталантарас тесе ырми-канми вăй хунă. «Атăл пăлхавçисем», «Сарпике», «Хура юпа» тата ытти фильм вĕсем тăрăшнипех кун çути курнă. Киноактрисăна халалланă асăну хăмисене Тани Юнпа çыхăннă чи пĕлтерĕшлĕ вырăнсене вырнаçтарма суйласа илнĕ. Вĕсенчен пĕри Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 14-мĕш çурт. Шăпах унта Татьяна Степановна хăйĕн юлашки çулĕсене ирттернĕ.

ИГОРЬ ГОЛУБЕВ: «Пĕчĕккĕн çавăн пек тăванĕсемпе калаçса, вăл мĕнлерех хăй, кăмăлĕсем мĕнле пулнă унăн, çавна калаçса, тĕпчесе, сăн ӳкерчĕкĕсене пăхса вăхăт нумай иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Хăйне евĕрлĕ ĕç, пирĕн ĕç. Калăпласси, сăнарне тупасси вăл ĕмĕрлĕхе юлакан япала. Çавна пула питĕ хĕпĕртесе тăван ĕнтĕ».

Асăну хăмине Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Депутачĕсем пулăшнипе уçнă. Пултаруллă актрисăн сăнарĕ кашни çыншăн ырă тĕслĕх. Вăл йывăрлăхсене парăнмасăр çитĕнӳсем тума йыхравланăн туйăнать.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Пурнăçра темĕнле йывăр пулсассăн та, çын хăйĕн чунне упраса хăвармалла. Тани Юн вăл çавăн пек çын пулнă. Вăл яланах кăмăлпа калаçнă çынсемпе, яланах Чăваш Республикишĕн, чăваш культуришĕн тăрăшнă çын. Çавăншăн ăна пысăк тав калатпăр эпир паян пиртен уйрăлса кайнă пулсан та».

 Тани Юнăн çутă сăнарне Иоаким Максимов-Кошкинскийăн асăну хăмипе çуммăнах вырнаçтарнă. Иртен-çӳрен çак мăшăр çине пăхса вĕсен кун-çулĕпе кăсăкланĕ.

НИНА ГРИГОРЬЕВА: «Питĕ нумай пьеса куçарнă вăл, Гольдонинне те, Островский пьесине те, «Волк и Овцыре» те вылянă вăл. Агаков та ăна мухтать, питĕ илемлĕ лайăх кăтартса парать хăйĕн сăнарне тесе. Халĕ ĕнтĕ иккĕшĕ, пĕрле, хирĕç пулса кунта яланах çакăнса тăраççĕ».

 Етĕрне тăрăхĕнче те Тани Юн ятне асрах тытаççĕ. Шел пулин те, актриса çуралса ӳснĕ çурт сыхланса юлман. Репресси вăхăтĕнче, Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юна «халăх тăшманĕсем» тесе айăпланă. Шăпах çав вăхăтра ялти çуртне те тĕп таваççĕ. «Тăприне те илсе кайрĕç вĕт», аса илет Татьяна Степанова кинемей. Шăпах вĕсем, вăхăт иртсен 1968-мĕш çулта унта çурт лартнă. Паллă ентешне курнине те Татьяна Степанова лайăх астăвать.

ТАТЬЯНА СТЕПАНОВА: «Йăрăс кĕлеткеллĕ, шап-шурă çӳçлĕ, стайлă. Хитре хĕрарăм. Ун чухне пĕрремĕш хут курса эпĕ. Пирĕн çумра лараççĕ ват çынсем, ват çынсене вăл пырса сывлăх сунчĕ. Тĕлĕнтерчĕ çав. Питĕ савăнăç, пĕлсе тăрса савăнатăп, çавăн йышши тăнлă çынсен вырăнĕнче пурăннăшăн».

Тани Юн çуралса ӳснĕ çурт халĕ çук пулсан та, унăн вырăнĕ пур-ха. Унта асăну хăмине уçас шухăш Чăваш Наци конгресĕн çумĕнчи «Хастар» ушкăн пайташĕсен çуралнă. Пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе пысăк тĕллев пурнăçланнă. Тани Юна чыс тума, унăн кун-çулĕнче саманчĕсене аса илме хутшăнакан артистсемпе общество деятелĕсем тата ытти сумлă çынсем актрисăн вил тăприйĕ çине çитсе чечек çыххисем те хучĕç. Тĕлпулу Пĕрçырланти культура çуртĕнче йĕркеленĕ асăну каçĕпе вĕçленчĕ.