Видеоматериалы

Цифрăллă Чăваш Ен

Çĕршывра 2018-мĕш çултанпа «Цифрăллă регион» проект вăй илет. Çак тапхăрта ку ыйтупа Раççейре 50 ытла стратегиллĕ сесси иртнĕ. 36 регионта проект пурнăçланать. Экспертсем Чăваш Енре те пулчĕç. Культурăпа туризмра цифра ыйтăвне аталантарасси пирки калаçрĕç вĕсем.

«Икĕ çул каялла çеç культура тытăмĕнче цифровизаци кирлĕ мар тесе шухăшланă пулсан, анчах вăхăт тепĕр майлă кăтартса пачĕ», – «Культура.РФ» портал директорĕ Александр Минаев çапла каласа 2021-мĕш çултан ĕçлеме пуçланă «Пушкин картти» вăй илни çинче чарăнса тăчĕ. Ку проект федераци шайĕнче лайăх ĕçлесе кайрĕ. 2022-мĕш çулта Раççейре 6 миллион «Пушкин карттине» памалла пулнă пулсан, унăн хисепĕ палăртнинчен миллион çурă ытларах пулнă. Чăваш Енре çамрăксен 81 проценчĕ çак карттăпа усă курса тавракурăма аталантарать. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова кунпа çеç лăпланса лармалла маррине калать, çак сесси юлнă 19 процент çамрăка та «Пушкин картти» проекта явăçтарма май памаллине палăртать. Культура тытăмне цифра çине куçарассипе тата та витĕмлĕрех ĕçлемеллине калать министр. Чăваш Республикинче ку ыйтупа лав вырăнтан тапраннă. Сăмахран, вулавăшсенче, музейсенче çĕнĕ технологисемпе ĕçлеççĕ.

РОЗА ЛИЗАКОВА: «Çĕнĕ меслетсене эпир ăнланса пыратпăр, мĕншĕн тесен пĕр вырăнта тăма юрамасть ку ĕçпе. Эпир – библиотека ĕçченĕсем, автоматизаци технологине тахçанах ĕçе кĕртнĕ пулсан та çак пуçтарнă ресурссене пĕрле пуçтарса тата та меллĕрех туса пырасси пирки калаçăпăр та. Çавăнпа та паянхи калаçу питĕ усăллă тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен ку цифра технологисене малалли, ыран, виçмине пулса пымалли ĕçсене пăхса тухатпăр».

Сессие пухăннисем тăватă ушкăна пайланса практика ĕçĕсене те пурнăçларĕç, ытти регионта вăл е ку енпе мĕнлерех ĕçленине тишкерчĕç. 

Сегодня в эфире

Программа передач на 20.03.2023
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Принцесса с севера». Многосерийный фильм (12+)
«Роковые числа. Нумерология» (12+)
«Последняя неделя». Многосерийный фильм (12+)
«Дело N» (12+)
«Лекс и Плу. Космические таксисты». Мультипликационный фильм (6+)
«Ăнсăртран кĕмсĕрт». Камит (12+)
«Сельский доктор на пороге перемен» (12+)
«На Олимпе» (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Ылтăн çÿпçерен» (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Кĕмĕл» ушкăнăн юбилей концерчĕ» (12+)
«Мультимир» (6+)
«Роковые числа. Нумерология» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Больше, чем любовь» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Наследники». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Наследники». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Дело N» (12+)
«Последняя неделя». Многосерийный фильм (12+)
«Белка и Стрелка. Тайны космоса». Мультипликационный фильм (6+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Чувашия в лицах» (12+)
«Мой бедный Марат» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Çăлтăрчăксем» (6+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Выдающиеся спортсмены» (12+)
«Ламран лама» (12+)
«Çăлтăрсем вăййа тухсан» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Çăлтăрчăксем» (6+)
Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс