Видеоматериалы

Такăр та таса çул пултăр

Çанталăк ылмашăнсан ялпа хулара пурăнакансенчен çул-йĕр темипе ытларах та ытларах çăхав килет. Ыйту пур. Апла пулсан çулсене пăхса тата тасатса тăрас ĕçе улăштармалла. Çак тĕллевпех Чăваш Енре вĕрентӳ семинарĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ тăрăхри çулсене сăнаса тăракан пĕрлешӳсем хутшăнчĕç.

Çулталăк пуçланнă çеç-ха, регион ĕç-хĕлне тимлекен центра çулсене япăх пăхса тăнипе 400 ытла çăхав çитнĕ. Кӳренӳллĕ çырусем ытларах тăрăхсенчен «вĕçеççĕ». Çанталăк та ку хĕл çулсене пăхса тăракансене тĕрĕслет: е лапка-лапка юр çавăть, е пăрлă çумăр иртсе каять. Çак вăхăтра ахаль чухне усă курнă техникăпа çеç ĕçлени çителĕксĕр.

ЛЕОНИД ЕВДОКИМОВ: «Кăçалтан эпир пĕрмай пăрлă çумăр çунă пирки çĕнĕ лезви грейдерсем çине усă курма пуçларăмăр. Ку лезви хытăрах тата унăн тĕрлĕ шăлсем пур. Ку пире çул çинче обочина çинче ытларах ĕçлеме май парать. Çакăн пек техника ытти çулсенче кирлех пулман, кăçалтан пăрлă çумăр пирки кирлĕ пулчĕ».

Çивĕчĕш асфальта сиен кӳмесĕрех çул хĕрринчи пăра касать. Темле хулăм пулсан та тасатса каяять, анчах та кун евĕр техника çул пăхса тăракан пур пĕрлешӳре те çук. Специалистсем мрамор ванчăкĕпе, вак чулпа, хăйăрпа, тăвар хутăшĕпе, пăрпа кĕрешме калаççĕ. Анчах та яваплисем йĕркене пăсни те пулать иккен. «Чăвашупрдор» ĕçченĕсем çăхав çитнĕ вырăнсене кайсан çул çине сапнă хутăша тишкернĕ. Хăйăрпа тăвар 50 процент таран пулмалла пулсан, çул çинче унăн кăтартăвĕ самай пĕчĕк иккен. 3 процент тăвар, ытти – хăйăр. Шел те, çакăн евĕр йĕркене пăснă тĕслĕх час-час тĕл пулать. Республикăри, тăрăхсенчи çулсене пăхса тăрассишĕн ытларах уйрăм предпринимательсем яваплă. Вĕсен ятарлă техника та çукпа пĕрех, ку енпе пĕлӳ те çитмест. Çакна тĕпе хурсах йĕркеленĕ те семинара. Такăр та таса çул пулмалла, вăл хăрушлăх кăларса тăратмалла мар – çапла пĕтĕмлетрĕç ларăва хутшăннисем. Унтах малашне подрядчиксемпе çулталăклăх килĕшӳ тăвасси пирки, йĕркесене çирĕплетесси çинчен, реагентсене перекетлекенсене явап тыттарассине каларĕç.