Видеоматериалы
Çавра çула пĕтĕмлетсе
Çитес эрнере республикăра «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕн 11-мĕш Аслă Пухăвĕ иртмелле. Çак тĕнчипе саланнă чăвашсемшĕн яваплă та кĕтнĕ самант. Ара, Чăваш наци конгресĕ никĕсленнĕленпе кăçал 30 çул çитет.
Çак çулсенче пĕрлешӳ хăй кирлĕ шайра ĕçлеме пултарнине, чăннипех те чăваш халăхне пĕрлештерсе, унăн культурине, чĕлхине, ырă йăли-йĕркине упраса хăварса аталантарас енĕпе тĕнче шайĕнчи организаци пулнине ĕçпе çирĕплетсе пачĕ. Çакăн пирки каласа пама тата ытти ыйтăва хуравлама Чăваш наци конгресĕн президентне Валерий Клементьева студие чĕнтемĕр.