Видеоматериалы

«PRофи-21» конкурс иртет

Тĕрлĕ министерствăра, пĕрлешӳре, тытăмра пулса иртекен пĕлтерĕшлĕ хыпарсене халăх патне тĕрĕс илсе çитересси – вĕсен тĕп тĕллевĕ. Сăмах – пресс-секретарьсемпе PR-специалистем çинчен. Хăвăрт аталанакан вăхăтпа пĕр тан утас тесен вĕсен те кулленех вĕренме тивет. Ку енпе вĕсене «PRофи-21» конкурс та пулăшать. Республикăра 2-мĕш хут иртекен пултарулăх ăмăртăвне кăçал 128 заявка килнĕ. Чи хастар та пултаруллă 41 çын финала тухнă. Çак кунсенче вĕсем Шупашкар хулинче паллă экспертсемпе тĕл пулчĕç.

 Чăн-чăн пресс-секретарь, PR-специалист пулас тесен университетра пĕлӳ илни çеç çителĕксĕр. XXI-мĕш ĕмĕрти сăмах ăстисен чылай анлăрах пулмалла, тесе шухăшлаççĕ Мускавран килнĕ экспертсем. Вун-вун çул пухнă паха пĕлĕве, ĕçе ăнăçлă йĕркелемелли вăрттăнлăхсене вĕсем «Prофи-21» конкурса хутшăнакансене уçса параççĕ. Кашни сĕнĕве итленĕ май пресс-служба ĕçченĕсем хăйсен ĕçне кĕртмелли улшăнусене ăша хываççĕ.

ТАТЬЯНА АВЕРЬЯНОВА: «Халăха ăнланмалла, çăмăл чĕлхепе çырмалла. Хыпарсене йĕркелес меле тата халăха информаци çитерес меслетсене улăштарас килет, хамăр каналсене, социаллă страницăсене».

 Пресс-служба ĕçченĕсен текстсем çырма çеç мар, бренд йĕркелеме те, кăткăс лару-тăрусенчен хăварт тухма та ăнтăлмалла. Мĕн пур тивĕçе ăнăçлă пурнăçлас тесен паллах та ĕç кунĕнче çеç мар, ун умĕн те, хыççăн та тăрăшмалла, урăхла каласан 24 сехет çыхăнура пулмалла.

ИРИНА ИВАНОВА: «Пирĕн ĕç вырăнта тăмасть. Эпир кунта ларнă чухне те телефонсем ăшĕнче, ларатпăр, ĕçлетпĕр. Пирĕншĕн никам та тумасть ăна хамăрăн ĕçе. Семинарта эпир питĕ паллă экспертсене итлеремĕр. Вĕсем пире ăнлантарса пачĕç мĕнле халь çĕнĕ технологисем тухаççĕ, пирĕн тата мĕне хатĕрленмелле пулать пуласлăхра».

«Prофи-21» конкурс çĕршыври экспертсен тимлĕхне те тивĕçнĕ. «Эпир хамăрăн ĕçе федераци шайне çитерес тесе тăрăшатпăр», – палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Борис Краснов. Сăмах ăстисен вĕренĕвĕ ыран малалла тăсăлĕ. Тĕрлĕ хăнăхтарăва пурнăçланă хыççăн чи хастар пиар специалистсен ячĕсене палăртĕç. 

 

Сегодня в эфире

Программа передач на 31.01.2023
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Лабиринт иллюзий». Многосерийный фильм (12+)
«Потерянный рай. Ностальгия по Союзу» (12+)
«Замок из песка» (12+)
«Земля людей» (12+)
«Лекс и Плу. Космические таксисты». Мультипликационный фильм (6+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Строителям безмолвных рубежей» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Естественная среда» (12+)
«Территория здоровья» (12+)
«Мой бедный Марат» (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Хурлăхлă хурама сасси». Драма (12+)
«Потерянный рай. Ностальгия по Союзу» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Русская Антарктида. ХХI век» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Пока станица спит». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Пока станица спит». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Земля людей» (12+)
«Замок из песка» (12+)
«Ми-ми-мишки». Мультфильм, дублированный на чувашский язык (6+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Стеклянный дом» (12+)
«Мой бедный Марат» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Чувашская легенда» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Албена юратăвĕ». Спектакль (16+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Чувашская легенда» (12+)
Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс