Видеоматериалы

Тĕрĕсен ĕмĕрхи илемĕ

Чăваш тĕррин музейĕнче чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче черетлĕ курав ĕçлеме пуçларĕ. Евгения Жачева ăстан ĕçĕсемпе йĕркеленĕ ăна. «Тĕрĕсен ĕмĕрхи илемĕ» курав хăйне евĕрлĕ пулнине эпир те курса ĕнентĕмĕр.

Лашасем. Кайăксем – вĕсене темиçе тĕрлĕ тĕрлеме май пуррине пĕр тутăр çинче кăтартса панă. Ку хăйне майлă вĕрентӳ хатĕрĕ тесен те йăнăш мар. Тин çеç алла йĕппе çип тытаканшăн – пулăшуçă. Хăйне евĕрлĕ ĕçе хатĕрлекенĕ – Çĕрпӳ районĕнче Тĕнсĕр ялĕнче çуралнă Евгения Жачева. Чăваш тĕррин музейĕнче уçăлнă кураври Евгения Николаевнăн кашни ĕçĕ куракана тыткăнлать. Миçе тĕрлĕ çĕвĕ пулнине те кунтах пĕлме пулать. Вĕçех ăнланмалла – алфавит евĕр. Чăн-чăн вĕрентӳ пособийĕ – куракансем çапла хаклаççĕ Евгения Жачева ĕçĕсене. Вăл чăваш тĕрринчи пур çĕвве те усă куракан ăстасенчен пĕри-çке.

НАДЕЖДА СЕЛЬВЕРСТРОВА: «Вăл тĕрлеме пуçласа, чăваш тĕррипе интересленсе кайса ăна тĕпченĕ те пĕтĕм чăваш тĕррисене пуçтарнă. Капла çынсем пуçтарнипе кăна мар, урăхла та. Вăл Раççей этнографи музейĕнче тата 13 çĕвĕ тупса палăртса вĕсене чăвашсен тесе палăртнă, сăмахран».

 Ача-пăча садĕнче музыка преподавателĕ пулса ĕçленĕскер 40 çулта çеç тĕрĕ тĕнчине ура ярса пуснă. Кĕске вăхăтра вăл нумай ĕç хатĕрлесе çитерет. Алла йĕппе çип тытиччен вара малтан эрешсен, çĕвĕсен вăрттăнлăхне тĕпчет. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕпе паллашнă хыççăн ют халăхăн ĕçĕсене те пахалама пуçлать.

НАДЕЖДА СЕЛЬВЕРСТРОВА: «Хăй пурăннă чухне пуçтарнă тĕрлĕ халăхсен тĕррисене. Вăл вĕсене пухса хăй те тĕрлесе пăхнă, мĕншĕн тесен чăваш çĕввисене кăна мар, ытти халăхăнне те пĕлесшĕн пулнă. Вара унăн ун пек ĕçсем 20 ытла».

 Грецири, Монголири, Индири эрешсене тĕрленĕ вăл. Беларуçри, Молдавири, Литвари, Эстонири тата Украинăри тĕрĕсем те ăста алли витĕр тухнă. Евгения Жачева ĕçĕсемпе çитес çулхи карлач уйăхĕ вĕçленичченех паллашма пулать. Курав ĕçлеме чарăнсан та Раççей Федерацийĕн халăх маçтăрĕн тĕррисем музейрех юлаççĕ. Тĕрĕçĕн эткерлĕхне республика хыснинчи укçапа кăçал туяннă.                                           

Сегодня в эфире

Программа передач на 06.12.2022
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Похищение Евы». Многосерийный фильм (16+)
«Всё, кроме обычного» (16+)
«От ненависти до любви». Многосерийный фильм (16+)
«Не факт!» (12+)
«Катя и Эф». Мультипликационный фильм (6+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Чăваш тĕрри» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Стеклянный дом» (12+)
«На Олимпе» (12+)
«От классики до рока» (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Территория здоровья» (12+)
«Ламран лама» (12+)
«Пирĕн пурнăç хăтлăхра». Драма (12+)
«Всё, кроме обычного» (16+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«От ненависти до любви». Многосерийный фильм (16+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Пока станица спит». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Пока станица спит». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Чужое гнездо». Многосерийный фильм (12+)
«Не факт!» (12+)
«Ми-ми-мишки». Мультфильм, дублированный на чувашский язык (6+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Чăвашла калаçар» (12+)
«Чебоксарское время» (12+)
«От классики до рока» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Литература тĕпелĕ» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Албена юратăвĕ». Спектакль (16+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Литература тĕпелĕ» (12+) (
Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс