Видеоматериалы

Телерадиокомпани ĕçĕпе паллашрĕç

Халăх патне кирлĕ инфоромацие вăхăтра илсе çитерекен, тĕрлĕ ял-хулара пурăнакансен çивĕч ыйтăвне татса паракан çын – журналист. Унăн кун-йĕрки мĕнлерех иртет-ши? Тӳрĕ эфирсем, кăсăклă кăларăмсем хатĕрлеме пултарулăх ушкăнне мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатма Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре 1-мĕш «А» класра вĕренекенсем наци телерадиокомпанине хăнана килсе кайрĕç.

Шкула кайнă чухне е тĕрлĕ çулçӳревре ачасем час-часах машинăра Чăваш Ен наци е Тăван радио сассине илтеççĕ. Шыв пек юхса пыракан сăмахсене калакансен тата кăларăмсене хатĕрлекенсен ĕçĕ еплерех йĕркеленни чылай çынна кăсăклантарать. Эфирсене тухăçлă та ăнăçлă ирттерес тесе кашни редакцирех туслă ушкăнcем ĕçлеççĕ. Радио уйрăмĕсенче пулнă май, ачасем хăйсем те микрафон умне ларса калаçса пăхрĕç: самантпа усă курса вĕсем хăйсен амăшĕсене çывхарса килекен уявпа саламласа ăшă сăмахсем вĕçтерчĕç.

Видео ӳкерес, сенкер экранпа кăтартакан кăларăмсем хатĕрлес ĕçсен вăрттăнлăхсене вара телекурав редакцийĕнче каласа пачĕç. Монтаж енĕпе тăрăшакан Ольга Михайлова режиссер вара кашни ачанах юмах тĕнчине илсе çитерчĕ. Вăл вĕсене чĕр чунсене, çынсене анимаци мелĕпе еплерех «чĕретмеллине» каласа пачĕ. Эфира тухас умĕн кашни ертӳçĕнех ятарлă çын – стилист – илемлĕ сăн кĕртет. Йĕркене пăхăнса ачасене те студие кĕртиччен пудра тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе сăрларĕç. Унтан вĕсем тинех телекуравăн чи асамлă вырăнне – студие кĕчĕç. Тĕрлĕ çутă хатĕрĕсем, камерăсем, экрансем кашнинех тыткăна илчĕç. Пултарулăхпа кăсăкланса кайнă ачасем хăйсене ертӳçĕ ĕçĕнче те тĕрĕслесе пăхрĕç. Ача-пăчашăн чи пĕлтерĕшлĕ хыпар вара – Пĕтĕм тĕнчери амăшсен уявĕ çывхарни. Çак тема тавра студи хăнисем, 1- мĕш класра вĕренекенсем те шухăшларĕç. Вĕсем амăшĕсемпе вăхăт ирттерме кăмăлланине пĕлтерчĕç.

АЛИНА АЛЕКСАНДРОВА: «Хальхи ачасене аннесем нумай вăхăт уйăраймаççĕ, нумай ĕçлеççĕ пулмалла. Аннесене калас килет, нумайрах вăхăт ачасене уйăрччĕр тесе, нумайрах вĕсемпе калаçчĕр, нумайрах вĕсемпе пĕрле юнашар пулччăр».

Хăнара пулнă хыççăн хăшĕ-пĕрин журналист, оператор тата режиссер пулас ĕмĕт те çуралчĕ. Эппин, çак ачасене çулсем иртсен Чăваш Ен наци телерадиокăларăмĕсенче татах та курăпăр, татах та илтĕпĕр-ха.