Видеоматериалы

Ĕçне кура - хисепĕ

Мĕнлерех пурăнать паянхи ял? Пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ вĕсем? Çак тата ытти вун-вун ыйтăва кунсерен çутатать пирĕн ĕçтеш, Чăваш Ен наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров хăйĕн «Ялтан яла» кăларăмĕнче. Çак кунсенче унăн ял пурнăçне сăнлакан кăларăмсен ярăмĕ пĕтĕм Раççейри «Манăн çĕр – Раççей» конкурса çĕнтерчĕ.

Радио итлекенсем Владимир Евгеньевич сассине тӳрех уйăрса илеççĕ. Çирĕм çула яхăн тухать-çке эфира. Чăвашрадиора çуралса ят-сум илнĕ кăларăм халĕ Чăваш наци радиовĕнче янăрать. Кĕрсе тухман ял та хăварман-тăр Владимир Егоров. Пĕрисем тимĕр шаккаççĕ, теприсем вĕлле тытаççĕ, виççĕмĕшĕсем пулă ĕрчетеççĕ. Чăваш çĕрĕ çинчи пултаруллă çĕр ĕçченĕсем пирки халĕ çĕршыв шайĕнче те пĕлеççĕ.

ВЛАДИМИР ЕГОРОВ: «Ку хутĕнче эпĕ иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Номинаци вăл «пĕчĕк тăван çĕр-шыв» паянхи кун мĕнлерех ял хуçалăхĕнче, ял пурнăçĕнче улшăнусем пулса пыраççĕ. Сăн-сăпат ялан улшăнать. Ял хуçалăхĕче аталану. Çамрăксем таврăнасси тата ялта юласси. Савăнăçлă лару-тăрура чысланă техĕмлĕ хумĕ чунран тухса та пĕтмен-ха темелле. Мĕншĕн тесен унта пĕтĕм Раççей регионĕсенчен пуçтарăннă».

Çĕршыв шайĕнчи конкурса 500-е яхăн калем, теле тата радио ăстасем хутшăннă. Чи паха та кăсăклă ĕçсем хисепе тивĕçнĕ. – Кашнине парнесем пачĕç ĕнтĕ. Асăнмалăх парнесем. Ытларах чи хакли диплом пулĕ. Пĕрремĕш вырăнсене укçан хакларĕç. Ытларах редакцисем пулчĕç унта, хаçатсем. Пирĕн номинацинче Мари Республикинчен çамрăксен хаçачĕ йышăнчĕ пĕрремĕш вырăн. Иккĕмĕш вырăн эпĕ пултăм пулсан. 3-мĕш вырăн Саха Якутинчен. Вĕсем те хăйсен ĕçĕсене хитре тăратнă. Хамăр ĕçтешĕмĕре Владимир Евгеньевича эпир те саламлатпăр. Ял пурнăçне сăнлакан кăларăма йĕркелесе пыма малашне те ăнăçу сунатпăр. 

Сегодня в эфире

Программа передач на 06.12.2022
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Похищение Евы». Многосерийный фильм (16+)
«Всё, кроме обычного» (16+)
«От ненависти до любви». Многосерийный фильм (16+)
«Не факт!» (12+)
«Катя и Эф». Мультипликационный фильм (6+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Чăваш тĕрри» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Стеклянный дом» (12+)
«На Олимпе» (12+)
«От классики до рока» (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Территория здоровья» (12+)
«Ламран лама» (12+)
«Пирĕн пурнăç хăтлăхра». Драма (12+)
«Всё, кроме обычного» (16+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«От ненависти до любви». Многосерийный фильм (16+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Пока станица спит». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Пока станица спит». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Чужое гнездо». Многосерийный фильм (12+)
«Не факт!» (12+)
«Ми-ми-мишки». Мультфильм, дублированный на чувашский язык (6+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Чăвашла калаçар» (12+)
«Чебоксарское время» (12+)
«От классики до рока» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Литература тĕпелĕ» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Албена юратăвĕ». Спектакль (16+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Литература тĕпелĕ» (12+) (
Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс