Видеоматериалы

«Çухалнă чĕлхесен патшалăхĕ» фильм премьери иртрĕ

Кĕтнĕ курав. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Королевство потерянных языков» фильм премьери иртрĕ. Ăна «Куча мала» медиа центр хастарĕсем хатĕрленĕ. Çак ĕç 2 çул ытла пынă. Ачасемпе çамрăксем тата вĕсен ертӳçисем куракансене мĕнпе тĕлĕнтернĕ? Хуравĕ – черетлĕ сюжетра.

«Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет», – теççĕ. Çак каларăша «Куча мала» медиа центрĕн çамрăк журналисчĕсем хатĕрленĕ фильма курнă май та илтме пулать. Хастарсем хăйсен тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене юратма тата ăна хисеплеме вĕрентеççĕ. Чăваш культурине, унăн йăли-йĕркисене халалласа кино ӳкерес шухăш пирĕн ĕçтешĕн, «Куча мала» медиа центр ертӳçин Мария Шоклеван 2 çул каялла çурланă. Шăпх ун чухне вăл хăйĕн пултарулăх ушкăнĕпе вырăс чĕлхи çинче ӳкернĕ фильмпа паллаштарнă.

«Чăваш халăхĕн тăван чĕлхи çинчен те кино пулмаллах», – тесе шухăшланă вăл, ӳкерме сăмах панă – пурнăçланă. Сценарий çырасси, актёрсене вĕрентесси, тумтир шыраса тупасси тата ытти те. Кино ӳкерес ĕç кăткăс та хăйне евĕрлĕ. Çапах та, урамра 40 градус шăрăх пулни те, ачасем сăмахсене манса кайни те, ĕç тапхăрĕнче ăнсăртран машина путса ларни те – нимĕн те чăрмантарман хастарсене. Палăртма кăмăллă, пысăк ĕçре пирĕн ĕçтешĕн – Юрий Марков операторăн тӳпи те пысăк. Вăл Марий Эл республикинчи Шереметьево керменĕнчи кино сыпăкĕсене ӳкерме пулăшнă. Фильмри ĕç-пуç чĕлхесен патшалăхне лекнĕ 2 хĕрача тавра пулса иртет. Асамлă уçлăхра вĕсем хăйсен тăван чĕлхине шыраççĕ. Каярах вара ăна çăлса хăварас тесе те тăрăшаççĕ.

Фильм премьерине пысăк ĕçе хутшăннă мĕн пур çынна, çавăн пекех сумлă хăнасене йыхравланă. Вĕсен йышĕнче – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та. Регион ертӳçи çамрăк актёрсен, операторсен, режиссерсен ĕçне пысăк хак пачĕ. Пултарулăх ушкăнне вăл чăваш чĕлхине упраса хăварас енпе тăрăшнăшăн тав турĕ. «Çухалнă чĕлхесен патшалăхĕ» фильма культура пуçарăвĕсен Президент фончĕн гранчĕпе те хавхалантарнă. Тăван чĕлхене юратма тата упрама вĕрентекен кинопа чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче 17:00 сехетре Чăваш Ен наци телекуравĕн эфирĕнче те паллашма пулĕ.