Видеоматериалы

Патăрьел аграрийĕсем уява пухăнчĕç

Патăрьел районĕнче пурăнакансем çак кунсенче ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă турĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăй хуракан аграрисем пĕр вырăнта тăма юратмаççĕ. Çĕнĕ производство уçма, хăватлă техника туянма тăрăшаççĕ. Çавна кура кăтартăвĕсем те лайăх. Тĕслĕхрен, Шăнкăртанри Альфит Айнетдинов фермер çĕнĕ цех уçнă. Анат Туçари Валерий Кузнецов вара кăçал тӳрех 2 инвестици проектне хута яма пултарнă. Пахча çимĕç управăшĕсене никĕсленĕ, хатĕр продукцие ăсатмалли логистика центрне уçнă. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов экономика аталанăвĕн никĕсĕ – ялсемпе саласен тăнăçлăхĕнче терĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансенсем, механизаторсем, аграри тытăмĕнче вăй хуракансем çĕршыва вăйлă, тĕреклĕ пулма вăй панине палăртрĕç уявра. Çавăнпа та малашне район, республика шайĕнче ял тăрăхĕсене хăтлăх кĕртесси, аграрисене пур енлĕн пулăшма майсем тупса парасси çинчен калаçрĕç. Патăрьел районĕн республикăра чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсем шутланаççĕ. Евгений Мартышкин фермера вара ял хуçалăх техникине хĕл калаçма тĕрĕс хатĕрлессипе республикăра никам та çитеймест.