Видеоматериалы

«Вĕрентекенрен ăсчах таран. Гражданлăх çулĕсемпе» экспедици иртĕ

Пин ытла çамрăк ăсчах, 10 000 ытла вĕрентекен Раççей шайĕнче йĕркелекен пысăк проекта хутшăнĕç. «Вĕрентекенрен ăсчах таран. Гражданлăх çулĕсемпе» ятпа иртекен çӳтĕç экспедицине педагог тата наставник çулталăкне халаллаççĕ. Унпа килĕшӳллĕн, 2023-мĕш çулта çамрăк ăсчахсемпе тĕпчевçĕсен ушкăнĕ çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи чи лайăх вĕрентекенсем патне çитсе килĕ.

Экспедицире вĕсем çитĕнекен ăрăва граждăнла тата патриотла воспитание вĕрентмелли ĕç меслечĕсене ăша хывĕç, хастар педагогсен опычĕсемпе паллашĕç. Ырă пуçарăва Шупашкарти 43-мĕш шкулти вĕрентекенсем те хутшăнаççĕ. Экспедици çитĕнекен ăрăвăн пурнăçне мĕнлерех улшăнусем кĕртме пултарĕ? Ыйтăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ.

Татьяна Макарова шкулта 1995-мĕш çултанпах ĕçлет. Вăл профессие чунтан парăнни кашни самантрах туйăнать. «Хама вĕрентнĕ педагогсен ырă ĕçне манăн та малалла тăсас килчĕ, вĕсен пĕлĕвне ачасем патне çитерес килчĕ», – палăртать вăл. «Вĕрентекенрен ăсчах таран. Гражданлăх çулĕсемпе» экспедиципе килĕшӳллĕн çĕршывра чи лайăх педагогсен опытне палăртакан конкурс ирттернĕ. Хастар вĕрентекен унта ĕçтешĕпе – Наталия Ильинапа пĕрле хутшăннă.

ТАТЬЯНА МАКАРОВА: «Эпир «Александр Сергеевич Пушкинăн юмахĕсенчи тăван тата амаçури амăшĕсен сăнарĕсем» проект йĕркелерĕмĕр. Шăпах анне юратма тата шанчăклă пулма вĕрентет. Анне сăнарĕнче этемĕн чи кирлĕ паха енĕсем пур. Çакă Пушкин юмахĕсенче питĕ лайăх палăрать».

Татьяна Макарова тата Наталия Ильина хатĕрленĕ проект малти вырăна тухнă. Вĕсен ĕçтешĕ Дарья Максимова вара çамрăк ăсчахсен тата специалистсен ушкăнĕн ăслăлăхпа тĕпчев проект йĕркелес енĕпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Конкурс çĕнтерӳçисем чăн-чăн экспедицие хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Çитес çул педагогсем, истори ĕçченĕсем, этнографсем, филологсем, журналистсем шкулсемпе университетсене, колледжсемпе техникумсене, хушма пĕлӳ паракан заведенисене çитсе ăста вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕç.

АЛЕКСАНДР БЕЗБОРОДОВ: «Ку, паллах, çĕнĕ статьясем, эссе çырма май уçса парĕ. Çак ĕçсем пирĕн çĕршыври педагогика вĕрентĕвĕн пахалăхне лайăхлатма пулăшĕç».

Экспедицие Раççей Федерацийĕн ăслăлăхпа аслă пĕлӳ министерстви пулăшнипе йĕркелеççĕ. Ăна «Манăн çĕршыв – манăн Раççей» автор проекчĕсен çĕршыв шайĕнчи конкурсăн 20 сулхи юбилейне халалланă. Вăл «Раççей – çĕнĕ майсен çĕршывĕ» платформăн проекчĕ шутланать. Раштав уйăхĕнче экспедицие хутшăнакансемпе экспертсем «Вĕрентекенрен ăсчах таран. Гражданлăх çулĕсемпе» практика коллоквиумне пухăнĕç. Унта вĕсем экспедицире ирттермелли тĕп ĕç-хĕле сӳтсе явĕç. Проектпа тĕплĕнрех экспедициямоейстраны.рф сайтра паллашма пулать.