Видеоматериалы

Чикĕ хуралĕн институчĕсене вĕренме кĕме йыхравлаççĕ

Раççейри федераллă хăрушсăрлăх служби чикĕ хуралĕн институчĕсене вĕренме кĕме йыхравлать. Патвар та хастар яшсене Мускаври, Голицынăри, Калининградри, Курганри, Хабаровскри институтсенче пĕлӳ пухма йышăнаççĕ.

Чикĕ хуралĕн институчĕсенче 22 çулччен салтак аттине тăхăнман е хĕсметре тăракан 24 çул тултарман Раççей Федерацийĕн гражданинĕсене кĕтеççĕ. Вĕсен вăтам пĕлӳ пулмалла. Сывлăх енчен каччăсене çирĕп тĕрĕслеççĕ, çавăнпа та, чикĕ хуралĕн институтне пĕлӳ пухма кĕрес ĕмĕтлисен медицина кăтартăвĕсемпе те çар службин ретне тăма юрăхлă пулмалла. Вĕренӳпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕнрех Раççейри федераллă хăрушсăрлăх службин управленийĕн Чăваш Республикин уйрăмĕнче уçăмлатма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон 39-71-13.