Видеоматериалы

Профицитпа пурнăçланă

Кăçалхи çур çулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснине 42 миллиарда яхăн тенкĕ укçа кĕнĕ. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 11 процент нумайрах. Тăкаксем 37 миллиард та 600 миллион тенкĕпе танлашнă. Пĕрлештернĕ хыснана хальлĕхе тăватă миллиард та икçĕр миллион тенкĕ профицитпа пурнăçланă. Уйăрнă укçапа тухăçлăрах усă курас ыйтăва Чăваш Республикин финанс министерствин анлă ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Республикăри финанс министерстви коллегийĕн анлă ларăвĕ пĕрремĕш хут Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртрĕ. Чăваш Енре районсенчен муниципаллă округсем тăвас тапхăр пырать. Хальлĕхе пирĕн икĕ муниципаллă округ – Çĕмĕрле тата Красноармейски, унта реформа пĕлтĕр вĕçленнĕ. Кăçал тепĕр 19 районта улшăнусем пулса иртмелле. ЛЮДМИЛА ВЛАДИМИРОВА: «Халь укçа пĕр кĕсьере темелле, çавă пире çивĕч ыйтăва хăвăрттăн татса пама пулăшать. Ăçта тăрăна илсе кайнă, укçана тӳрех унта яма пулать, бюджета тепĕр хут пăхса тухмасăрах». Районран округ тусан администрацире ĕçлекенсен шалăвĕ те ӳсет. Вăл 30 процент чылайрах пулать. Ĕç укçине ӳстерни çамрăксене явăçтарма пулăшасса шанаççĕ ларăва пухăннисем. ИРИНА ТЕЛЛИНА: «Муниципаллă служащисен ĕç укçи питĕ пĕчĕккĕ. Пирĕн администрацинче вакансисем пур, бухгалтеринче те вакансисем пур. Зарплата пĕчĕкипе килесшĕн мар. Тен, 30 процент ӳснипе çав вакансисесен хуплама пулăшать пуль тесе шутлатпăр». Реформа ирттернин тепĕр лайăх енĕ – мунициалитет бюджечĕ 10 процент ӳсни. Ку çынсен пурнăç шайне ӳстерме пулăшмалла. Анлă ларура чылай ыйту сÿтсе яврĕç. Сăмахран, уйăрнă укçана вăхăтра усă курманни. Районсемпе хуласене картишсене тирпейлеме хыснара кăçал 636 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 244 миллион тенкĕпе кăна усă курнă. 15 муниципалитетра вара пĕр пуслăх та ĕç туман. Халăх пуçарăвĕ программăпа проектсене пурнăçлама 2022 çулта республикăра 700 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 37 миллон тенкĕлĕх çеç ĕç тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кунпа кăмăлсăр юлчĕ. «Уйăрнă укçапа усă курма пултарайманни пăшăрхантарать. Малашне çирĕпрех ыйтма пуçлăпăр», – палăртрĕ республика ертӳçи. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин 

Сегодня в эфире

Программа передач на 02.10.2022
«Парфюмерша-2». Многосерийный фильм (12+)
«Россия. Вне зоны доступа» (12+)
«Вокруг света. Места силы» (16+)
«Самана» (12+)
«Катя и Эф». Мультипликационный фильм (6+)
«Артист шăпи. Ефим Никитин» (12+)
«НаоБУМ» (12+)
«На рубеже памяти» (12+)
«Россия. Вне зоны доступа» (12+)
«Самана» (12+)
«Чуваш и я» (6+)
«Мультимир» (6+)
«Клятва Гиппократа» (16+)
«Ырă кăмăлпа» (12+)
«Фронтовая маска. История победы» (12+)
«Парфюмерша-2». Многосерийный фильм (12+)
«Вокруг света. Места силы» (16+)
«Асран кайми». Алёна Силпи концерчĕ (12+)
«Катя и Эф». Мультипликационный фильм (6+)
«Мама мечты» (12+)
«На Олимпе» (12+)
«Вăхăт çук ман ватăлма». Нина Яковлева юбилей каçĕ (12+)
«Инçет телей çути». Драма (12+)
Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс