Видеоматериалы
Инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ
Республикăри предприятисем хăйсен ĕç-хĕлне лайăхлатас тесе инвестици проекчĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Электроаппарат завочĕ, сăмахран, карапсем валли çĕнĕ йышши хатĕрсем калăплама тытăннă. «Электроавтоматпа» «Изва» пĕрлешӳсем хăйсен цехĕсене çĕнетеççĕ — паян кун тĕлне 70 ытла çĕнĕ проект пурнăçланать. Кун пирки паян Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.